Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ
ИНФОРМАЦИ ÇЫРĂВĔ
Хисеплĕ ĕçтешсем!
Вĕрентÿ пайĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕ кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕр Иван Григорьев çыравçă çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа «Иван Григорьев пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ» темăпа вулав конференцийĕ ирттерет, çак мероприятие хутшăнма йыхравлать.
Докладсен тематики:
1) Иван Григорьев пурнăçĕпе литературăри ĕçĕ-хĕлĕ.
2) Иван Григорьев хайлавĕсен тематики, проблематики, сăнарсен системи.
3) Çыравçă хайлавĕсене шкулта вĕрентесси.
4) Çыравçă пултарулăхне тĕпчесе çырнă статьясен тишкерĕвĕ.
5) Уроксен тĕслĕхĕсем.
6) Класс тулашĕнчи ĕçсен тĕслĕхĕсем т.ыт.те.
Тухса калаçна чух презентаципе те усă курма юрать.
Конференцие хутшăнас текенсен хăйсен заявкине йĕркелÿ комитетне кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕччен ярса памалла.
Конференци кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Сыпай шкулĕнче пулать, 09.00 сехетре пуçланать.
Тухса калаçакансене сертификат параççĕ.
Электрон почти:
dimalgen@mail.ru.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
62-0-75 (Ершова Ирина Александровна), 89278584281 (Димитриева Алевтина Геннадьевна, Ярапайкасси шкулĕ), 89278633925 (Яковлева Надежда Николаевна, Сыпай шкулĕ).
Йĕркелÿ комитечĕ
«Иван Григорьев пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ» вулав конференцийĕ
ЗАЯВКА
Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ (туллин)..........................................................................................
Вĕренÿ учрежденийĕн чăвашла тулли ячĕ.………………………………………………
Должность …………………………………………………………………………………
Доклад теми…………………………………………………………………………………