5 класра вĕренекенсем çăварни уявĕ ирттерчĕç

5 класра вĕренекенсем çăварни уявĕ ирттерчĕç

Авалтан аталанса пынă ламран лама куçакан чăваш халăхĕн çăварни йăли-йĕрки. Çак вăхăтра хĕллепе çуркунне тĕл пулаççе, тавлашаççĕ, вăй виçеççĕ, урăхла каласан, кĕрĕкпе сăхман тĕл пулаççĕ. Çăварни тени, тепĕр майлă, «çу эрни», «хĕле ăсатни, çуркуннене кĕтни».

Çăварни эрнинчи кашни кунăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур:
тунтикун – тăвансем, тус-йышсем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă, хĕвел питлĕ икерчĕпе чей ĕçнĕ;
ытларикун – хуйхă-суйхă çинчен манса кайса вылянă, кулнă;
юнкунпа кĕçнерникун кашни килтех тутлă апат – çимĕç пĕçерсе çинĕ, тăвансем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ;
эрнекун вара çамрăк мăшăрсен упăшкисем арăмĕсен амăшĕсене (ани) хăйсем патне хăнана чĕнсе икерчĕпе сăйланă, анийĕсен умĕнче юрама тăрашнă;
шăматкун хĕр-пултăрсем пĕрле пухăнса икерчĕ, кукăль пĕçерсе çинĕ, юрăсем юрланă;
вырсарникун-кĕçĕн Çăварни, ялĕпех хĕле ăсатнă, ача-пăча катаччи чупнă. Уява ача-пăча юрри-сăвви, вăййи илем кÿнĕ.
Авалтан килекен йăлапа пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем çăварни уявĕ ирттерчĕç.