Республиканский фестиваль «Чăваш ачи чăвашах»

Республиканский фестиваль «Чăваш ачи чăвашах»

Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль 2024 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче иртрĕ.

Пирĕн шкул учителĕсем те çaк фестивале хутшăнчĕç.

 "Вĕрентетпĕр чăвашла" секцире математика учителĕ Хлашева Д. П. тата географи учителĕ Дашкова А. С. уçă уроксем чăвашла кăтартса виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ Яковлева Н. Н. "Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук" çавра сетеле хутшăнчĕ. Маттурсем, малалла та ăнăçу сунатпăр!